Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тăрăшсан, ÿркенмесен

Кăçал пирĕн районта çурхи уй-хир ĕçĕсем ăнăçлă тата вăхăтра иртрĕç. Пĕтĕмпе тĕш тырăсемпе пăрçа йышши культурăсене 7707 гектар акнă (планăн 100,2 проценчĕ), çĕр улми 1255 гектар çинче çитĕнет. Иртнĕ кĕркунне 3192 гектар чухлĕ çĕртме тунă, кĕрхи культурăсене 2560 гектар çине акнă, чĕрĕлсе тухман 1000 ытла гектар лаптăка тепĕр хут акса хăварнă.

Кăçалхи 5 уйăхра районĕпе 1489 тонна аш-какай туса илнĕ (чĕрĕ виçепе шутласан). Мĕнпур йышши хуçалăхсем 9,8 пин тонна сĕт сунă (пĕлтĕрхи кăрлач-çу уйăхĕсемпе танлаштарсан – 101 процент). Ĕне выльăхсем талăксерен 631 грамм, сыснасем 492 грамм ÿт хушнă. «Новый путь» хуçалăхри мăйракаллă шултра выльăхсем кашни талăкра 750 грамм тата кунран ытларах та ÿт хушаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 июня 2012
00:00
Поделиться
;