Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юсав ĕçĕсемпе паллашнă

Элĕк районĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенче çурт-йĕр тумалли тата тирпей-илем кĕртмелли пилотлă проекта пурнăçласси çинчен» Указĕпе килĕшÿллĕн ирттерекен конкурссене кашни çулах хутшăнать. Кăçал çавăн пек конкурсра Ураскилт ял тăрăхĕ çĕнтернĕ.

Нумаях пулмасть район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов Ураскилт ял тăрăхĕнче пулнă. Кунта вăл асăннă программăпа килĕшÿллĕн юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă. Хальхи вăхăтра Ураскилтри вăтам пĕлÿ паракан шкулта çурт тăррине витес тата ытти ĕçсем пыраççĕ. Ураскилтри информаципе культура центрĕнче кивĕ чÿречесене пластиклисемпе улăштарнă. Çак центрта халĕ çурт тăррине тата фасадне юсаççĕ, шалти ĕçсене пурнăçлаççĕ.

Социаллă объектсенчи юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе паллашнă май Александр Николаевич пĕтĕм ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçламаллине палăртнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 июня 2012
00:00
Поделиться
;