Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чун юратнă кĕтесĕм

Кăçал районти библиотекăсем хушшинче Раççей историйĕн çулталăкне халалласа «Манăн тăван ялăм – Раççей историйĕнче» ятпа электронлă презентацисен конкурсĕ иртет. Унта хутшăнса Кĕçĕн Тăван ял библиотеки «Чун юратнă кĕтесĕм» ятлă ĕç тăратнă. Ăна вулавăш ертÿçи Валентина Силивестрова хатĕрленĕ. Слайд-презентацие библиотекарь темиçе çул хушши туса пынă ял историйĕпе çыхăннă документсене кĕртнĕ. Вăл шутра – ял çинчен çырнă кĕнекесен аннотацийĕсем, çак кĕнекесене пичетлесе кăларнă Иван Сергеевич Антонов таврапĕлÿçĕн биографийĕ, хаçатра тухнă статьясем, сăн ÿкерчĕксем, ял гербĕпе гимнĕ, унăн тексчĕпе кĕвви, ку тăрăхри хисепе тивĕçнĕ çынсем çинчен хатĕрленĕ документсем тата тĕрлĕ темăллă слайд-презентацисем, Аслă Çĕнтерÿ 67 çул тултарнă тĕле йĕркеленĕ ветерансен видео-аса-илĕвĕсем. Компьютер мелĕсем пулăшнипе кашни документах уйрăммăн уçса вулама пулать. Библиотекарĕн «Чун юратнă кĕтесĕм» ĕçне вулакансен тĕрлĕ ушкăнĕсене паллаштарас кăмăлĕ пысăк.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 июня 2012
00:00
Поделиться
;