Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасем - ăста ÿнерçĕсем

Пирĕнтен кашниех тĕнчене, пурнăçа хăйĕн куçĕпе курать, хăйĕн шухăшлавĕпе виçсе хаклать. Ачасемпе çамрăксен таврапĕлÿлĕхĕ, шухăш анлăшĕ пысăкрах та пек туйăнать тепĕр чух: мĕн чухлĕ ĕмĕт, мĕн чухлĕ ăнтăлу!

Ачасен пултарулăхне аталантарас, вĕсен хастарлăхне çĕклес тĕллевпе Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Чăваш Енри организацийĕ ÿнер конкурсне йĕркеленĕ. Ăна Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун ячĕпе ирттернĕ. Ÿнерçĕсен тупăшăвне пирĕн районти хевтесĕртерех ачасем те хутшăннă. Малтанхи тапхăра кашни ял тăрăхĕнчи сусăр ача хăйсем хайланă ÿкерчĕксене ярса панă. Пурте вĕсем ăсталăхĕпе те, пултарулăхĕпе те палăрнă.

Республикăри конкурса вара 3 ÿнер ĕçне суйласа илнĕ. Акă вĕсем, çĕнтерÿçĕсем: Мăн Вылă ял тăрăхĕнчи Роза Глуховăпа Дмитрий Ефимов тата Элĕк ял тăрăхĕнчи Виктория Никитина. Виççĕшне те дипломсемпе чысланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 июня 2012
00:00
Поделиться
;