Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чи лайăххисен шутĕнче

Чăваш Республикин «Агро-Инноваци» предприятийĕ ял хуçалăх организацийĕсен ĕçне юлашки çичĕ çул ĕнтĕ анализ тăвать. Предприятисен мониторингĕ, рейтингра вырăнсене пайласси АПК ыйтăвĕсемпе ĕçлекен правительство комиссийĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерстви хатĕрлесе çирĕплетнĕ методикăпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Республикăри АПК-ан чи лайăх предприятийĕсен рейтингне пирĕн районти «Новый путь» тата «Алмаз» хуçалăхсем кĕнĕ.«Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕ – вăйлă аталанакан тата малта пыракан районти хуçалăхсенчен пĕри, çулленех тĕш тырăсен, выльăх апачлĕх культурăсен пысăк тухăçне илет. Фермăсен тупăшне те ÿстерсех пырать. Хуçалăх 2000 çулхи декабрьте йĕркеленнĕ. Унăн ĕçĕ-хĕлĕн тĕп çул-йĕрĕ – выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесси. Кооператив ĕне выльăх тата сысна ĕрчетессипе – ăратлăх репродукторĕ.

«Алмаз» обществăна район территорийĕнче 2006 çулта туса хунă. Паянхи куна илсен, ăнăçлă ĕçлекеннисен шутĕнче. Унăн ĕçĕ-хĕлĕнче тĕш тырăсем тата выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илесси тĕп вырăнта.

Хуçалăхра сухалакан çĕрсем 1 пин гектар, улăх-çаран 300 гектара яхăн йышăнаççĕ. Ĕне выльăхсем – 120 пуç. Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене 14 единица регистрациленĕ, çав шутран тракторсем – 7, тĕш тырă пухса кĕртмелли – 2, выльăх апачĕ пухса кĕртмелли 1 комбайн, прицепсем – 3. Иртнĕ çул хуçалăх техника паркне уйрăмах çĕнетнĕ, МТЗ-892 тракторсем иккĕ, Acros -530 комбайн туяннă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 июня 2012
00:00
Поделиться
;