Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хуçалăхсен уй-хирĕсенче

Районти хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ. Июнĕн 25-мĕшĕ тĕлне илсен, нумай çул ÿсекен курăксене 1903 гектар (55 процент) çулнă. Ку енĕпе «Новый путь», «Алмаз» «Рабия» хуçалăхсем ăнăçлă ĕçлеççĕ.

Асăннă хуçалăхсенче утă хатĕрлессине те лайăх йĕркеленĕ. Апата районĕпе 1838 тонна (73 процент) янтăланă.

Сенаж 1850 тонна (24 процент) хывнă. Çак тутлăхлă апата «Новый путь» хуçалăх 1450 тонна (60 процент), «Алмаз» общество 400 тонна (54 процент) хатĕрленĕ.

Калчасене пăхса ÿстерессипе те ĕçсем пыраççĕ. «Журавлев», «Исаев», В.Узянов, С.Волков ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çĕр улми уйĕсенче ретсем хушшине кăпкалатаççĕ. Калчасене химилле препаратсемпе 6300 гектар имçамланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 июня 2012
00:00
Поделиться
;