Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ылтăн, кĕмĕл медальсем...

Районти шкулсенчи 186 яшпа хĕр 11 класс пĕтернине ĕнентерекен аттестат илнĕ. 7 ача ылтăнпа кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ.

Элĕк шкулĕнчи Марина Свисткова, Питĕшкассинчи Анастасия Еремеевапа Ираида Михайлова, Юнтапа шкулĕнчи Ирина Денисова ылтăн медальсене тивĕçнĕ. Мăн Вылă шкулĕнчи Раиса Моисеевăпа Людмила Никифорова тата Юнтапа шкулĕнчи Анастасия Серафимова кĕмĕл медальсем илнĕ.

Хальхи вăхăтра шкул пĕтернисем аслă тата ятарлă вăтам вĕренÿ заведенийĕсене, профессипе техника училищисене кĕме тивĕçлĕ документсем хатĕрлеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 июня 2012
00:00
Поделиться
;