Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Паттăрлăх манăçмасть

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче, ирпе, гитлерла Германи пирĕн çĕршыва сĕмсĕррĕн тапăнса кĕнĕ. Пурте хаяр тăшмана хирĕç кĕрешме кар çĕкленнĕ. Элĕк районĕнчен вăрçă хирне 8 пин ытла çын тухса кайнă, 3831 çын тăван киле таврăнайман, паянхи пурнăçшăн, çĕршыв малашлăхĕшĕн пуçĕсене хунă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнăранпа 71 çул çитнĕ ятпа Элĕкри культурăпа кану паркĕнче асăну митингĕ иртрĕ. Çĕнтерÿçĕ-салтака тата Афганистанра, Чечняра пуçĕсене хунă воин-интернационалистсене асăнса лартнă палăксем умне район центрĕнчи ĕç коллективĕсен колоннисем, интернационалла тивĕçе пурнăçланисемпе çамрăк армеецсем йĕркеленсе тăраççĕ.

Митингра Аслă вăрçăран таврăнайманнисене асăнса район пуçлăхĕ В.Х.Дубинин, воин-интернационалистсен канашĕн ертÿçи В.Н.Иванов, ĕçпе вăрçă ветеранĕсен канашĕн председателĕ А.Т.Тимофеев, район больницин тĕп врачĕн çумĕ В.В.Архипова сăмах каларĕç. Митинга килнисем палăксем умне чечек кăшăлĕсем хучĕç, çуртасем çутса пĕр самант шăп тăчĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
27 июня 2012
00:00
Поделиться
;