Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

«Валинкке» - Комире

Çĕртмен 28-мĕшĕнчен пуçласа утăн 1-мĕшĕччен Коми Республикинчи Сыктывдин районĕнче халăх юррисен «Завалинка» регионсен хушшинчи фестивалĕ иртет. Йăлана кĕнĕ фестивале 2004 çултанпа йĕркелеççĕ. Унăн тĕллевĕ- Раççейри тĕрлĕ халăхăн культура йăли-йĕркине упраса хăварасси, пулăшасси.

Фестивале Раççейĕн 11 регионĕнчи тата Польшăри коллективсем хутшăнаççĕ. Чăваш енрен унта Элĕк районĕнчи культурăпа кану центрĕнчи «Валинкке» халăх фольклор ансамблĕ кайнă. Комире ентешсем чăваш туйĕн йăли-йĕркипе паллаштарчĕç тата «Çырла пиçсе çитнĕ» юрра шăрантарчĕç



"Хыпар"
29 июня 2012
00:00
Поделиться
;