Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

100-мĕш пепке çуралнă

Июнĕн 25-мĕшĕнче районти ЗАГС пайĕ 100-мĕш пепке çуралнине регистрациленĕ. Анат Юлăшри Маринăпа Александр Герасимовсен ывăл çуралнă. Пепкене Илья ят хунă.

Савăнăçлă лару-тăрура ашшĕ-амăшне ача çуралнине çирĕплетекен свидетельствăна тыттарнă. Юлташĕсем, тăванĕсем, пĕрле ĕçлекенсем Герасимовсене салам сăмахĕсем каланă. Çавăн пекех район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçи Мария Николаева та мăшăрсене ăнăçу суннă, парне панă.

ЗАГС пайĕнче ĕçлекенсем районта ачасем çураласси ÿснине палăртаççĕ. Кăçал 100-мĕш ача çуралнине июнĕн 25-мĕшĕнче палăртнă пулсан, пĕлтĕр – июлĕн 20-мĕшĕнче кăна.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 июля 2012
00:00
Поделиться
;