Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ăмăртура - хастаррисем

Спорта юратакансем Великобританин тĕп хулинче – Лондонра 30-мĕш Олимпиада вăййисем иртессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ тейĕн. Акăлчансен чаплăран та чаплă футбол стадионĕсене пирĕн районти пÿске тапма юратакансем те çитсе курасшăн тейĕн. Ку çеç те мар – ылтăнпа кĕмĕл çĕнсе илесшĕн. Çак тĕллевсемпе иртнĕ районти футбол чемпионачĕ. Ăмăртусене Ехремкасси, Тавăт, Шĕмшеш, Элĕк ял тăрăхĕсен тата райпо командисем хутшăннă. Вăйăсем пур çĕрте те çивĕч иртнĕ. Акă Ехремкассинчи стадионта Тавăт ял тăрăхĕн команди хуçасене 5:3 шутпа парăнтарнă. Пĕлтĕрхи чемпион – райпо команди шĕмшешсемпе тĕл пулнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 июля 2012
00:00
Поделиться
;