Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Асăну хăми уçнă

Элĕк районĕнчи Мăн Кăканар ялĕнче Чăваш радио журналисчĕ Юрий Никифоров пурăннă çурт çине Асăну хăми вырнаçтарнă. Мероприятие Элĕк район администрацийĕн ĕçченĕсем, çывăх çыннисем, юлташĕсемпе ĕçтешĕсем хутшăннă.

Митинга Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Ефимов уçнă. «Элĕк ачи» ентешлĕх президенчĕ В. Иванов, район администрацийĕн социаллă аталану, культурăпа архив ĕçĕсен пайĕн ертÿçи Л. Семенова, вырăнти депутат Ф. Григорьева, юлташĕсем Н. Перовпа В. Цыфаркин Юрий Ивановича ăшшăн аса илнĕ. Журналистăн маларах çыртарнă сассине итлени пуриншĕн те пăлхануллă самант пулнă. Мăшăрне асăнса çакнашкал мероприятии ирттернме пулăшнăшăн Л. Никифорова тата Юрий Ивановичăн аппăшĕсем Лидийăпа Тамара пухăннисене тав тунă.



"Хыпар"
04 июля 2012
00:00
Поделиться
;