Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

ППЭ пĕлĕве хаклать

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере йăлана кĕнĕ йĕркепе Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитет ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Республикинче çу уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕччен иртнĕ Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕн тĕп тапхăрĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕ çинчен вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ.

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне вăтам шкул пĕтернĕ 9147 çамрăк хутшăннă. Чăваш Енри вĕренсе тухнă каччăсемпе хĕрсен 97 процентне яхăн экзаменсене ăнăçлă тытнă, аттестат илнĕ. Кăçал 273 çамрăк аттестатсăр юлать. Вĕсене 9 çулхи вĕренÿ никĕсĕ çинче малалла вĕренме е 11 класра куçăн-куçăн мар мелпе тепĕр хут пĕлÿ илме сĕннĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 июля 2012
00:00
Поделиться
;