Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шкул çурчĕсене юсаççĕ

Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ учрежденийĕсене модернизацилемелли комплекслă мерăсене пурнăçласа районти шкулсене тĕпрен юсама кăçал 5 миллион та 337 пин тенкĕ уйăрнă. Çав шутран республика бюджетĕнчен 4269,6 пин тенкĕ, вырăнти бюджетран 1067,4 пин тенкĕ.

Çак укçапа Питĕшкассинчи тата Мăн Вылăри шкул çурчĕсен тăррисене витеççĕ.

Хальхи вăхăтра «Аликовская» строительство организацийĕ çак ĕçсене Питĕшкасси шкулĕнче пурнăçлать. Çывăх вăхăтрах «Авторемзавод Марпосадский» общество Мăн Вылăри шкулта юсав ĕçĕсене пуçăнать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
04 июля 2012
00:00
Поделиться
;