Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Амăшĕсене – сертификатсем

Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ ячĕпе район администрацийĕнче нумай ачаллă амăшĕсене патшалăх уйăракан сертификатсене панă.

Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Никитина савăнăçлă пухăва килнисене ăшшăн саламланă, çирĕп сывлăх, çемье йышне татах та ÿстерме, чăтăмлăхпа тÿсĕмлĕх, пысăк ăс-хакăл суннă.

РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи С.Воробьев та чĕререн тухакан салам сăмахĕсем каланă, амăшĕн капиталĕпе еплерех усă курнине пĕлтернĕ, çак укçапа усă курмалли йĕркесемпе паллаштарнă. Патшалăх паракан сертификатсене районти 10 çемье тивĕçнĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ – Ехремкасси ял тăрăхĕнчен: Татьяна Григорьева (Тури Карачура), Светлана Андреева (Вутлан), Венера Никитина (Юманлăх).



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 июля 2012
00:00
Поделиться
;