Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Чиркÿ тăррине куполсем вырнаçтарнă

Элĕк салинче çĕкленекен Тасаран та Таса Турă Амăшĕн Успени чиркĕвĕнче куполсем вырнаçтарнă. Савăнăçлă церемоние VI округ благочиннăйĕ Владимир Ильин протоиерей, Элĕк Енри тата кÿршĕ районти православи чиркĕвĕсен священнослужителĕсем, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Куликов, «Милениум» обществăн генеральнăй директорĕн çумĕ В.В.Гаврилов, Элĕк салинче тата ытти ялсенче пурăнакансем хутшăннă.

VI округ Благочиннăйĕ, Серафим Соровский евĕрлĕ Çĕмĕрле хулинчи чиркÿ настоятелĕ Владимир Ильин кĕлĕ ирттернĕ. Купола светить тунă хыççăн строительство ĕçĕсем пыракан чиркÿ тăррине вырнаçтарнă.

Купол валли укçа-тенкĕ район çыннисем пухнă. Ку ĕçе спонсорсем уйрăмах пысăк тÿпе хывнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 июля 2012
00:00
Поделиться
;