Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ентеш-журналист ячĕпе – асăну хăми

Мăн Кăканар ялĕнче паллă радиожурналист, Чăваш Ен телерадиокомпани редакторĕ Юрий Иванович Никифоров ячĕпе асăну хăми уçнă. Сăмах май, Юрий Никифоров журналистика ĕçне кĕçех 80 çул тултаракан тăван район хаçатĕнче пуçларĕ. Ассакасси шкулĕнче вĕреннĕ чухнех райхаçата хыпар хыççăн хыпар çитерсе тăчĕ. Шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университетĕнче аслă пĕлÿ илчĕ те хамăр хаçатрах ĕçлеме тытăнчĕ. Редакцин ял хуçалăх пайĕнче тăрăшуллă çамрăк журналист, «Пурнăç çулĕпе» страницисенче тарăн та тишкерÿллĕ статьясем пичетлерĕ. Чăваш радиора ĕçленĕ çулсенче те Юрий Никифоров йĕркеленĕ передачăсем кăмăла çĕклетчĕç, шухăша яратчĕç.

Асăну хăмине уçнă ятпа йĕркеленĕ митинга Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Ефимов уçнă. Пухăннисем умĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх универститечĕн профессорĕ, «Элĕк ачи» ентешлĕхĕн президенчĕ В.Иванов, райадминистрацин вĕренÿ тата социаллă аталану пай ертÿçин çумĕ Л.Семенова, Юрий Никифоровăн ĕçтешĕсем И.Перовпа В.Цыфаркин, Ехремкасси ял тăрăхĕн депутачĕ Ф.Григорьева хурлăхлă сăмахсем каланă. Митинга килнисене радиожурналистăн Чăвашрадиокомитет архивĕнче упранакан магнитофон лентисем çине çырса юлнă уçă та çемçе сасси хумхантармаллипех хумхантарнă.

Тĕлĕнмелле пултаруллă, сăпайлă та ырă кăмăллă çыннăмăра асăнса митинг йĕркеленĕшĕн Юрий Ивановичăн мăшăрĕ Л.Никифорова, йăмăкĕсем Тамарăпа Лидия тав сăмахĕсем каланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 июля 2012
00:00
Поделиться
;