Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Питрав уявĕ хăнасене пуçтарчĕ

Утă уйăхĕн вун иккĕмĕшĕнче православи чиркĕвĕ Петрпа Павел апостолсен кунне уявлать. Çак кун Питрав типпи пĕтет. Чăвашсурăмсемшĕн уйрăмах пĕтерĕшлĕ ку кун. Йăлана кĕнĕ тăрăх çулленех хăна-вĕрле пухаççĕ вĕсем. Тăван-пĕлĕшне чăвашăн техĕмлĕ апачĕпе, шÿрпипе сăйлаççĕ, Питрав уявне ирттереççĕ. Çуллахи юлашки уява тивĕçлипех паллă тăваççĕ сурăмсем. Кăçал та кăнтăрла тĕлне культура çурчĕ умĕнчи лапама халăх йышлă пухăнчĕ. Хаваслă юрă-кĕвĕ янăраса хăнасене пуçтарчĕ. Суту-илÿ анлă сарăлчĕ.

Кăнтăрла иртни пĕр сехетсенче Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Петр Петрович Павлов уяв сăмахĕ илчĕ. Пухăннисене саламларĕ. Уяв программипе паллаштарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н. Куликов та чăвашсурăмсене ĕçченлĕхĕпе тăрăшулăхĕшĕн тав турĕ. Хуçалăх производствине малалла та ăнăçлă аталантарса пыма сĕнсе Питрав ячĕпе саламларĕ. Район пуçлăхĕ «Новый путь» хуçалăх ертÿçине И.Н.Игнатьева Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин хисеп хучĕпе чысларĕ. 2011 çулхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх сурăмсем Чăваш Енри чи лайăх 100 ял хуçалăх предприятийĕсен йышĕнче малти вырăна тивĕçнĕ.

Питрава килнисене район пуçлăхĕ В.Х.Дубинин, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçин çумĕ М.М.Архипов, «Элĕк ачи» ентешлĕхĕн председателĕ В.А.Иванов салам сăмахĕсем каларĕç.

«Новый путь» хуçалăх ертÿçи Иван Игнатьев ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Тăрăшулăхпа палăрнисене малашне те пысăк çитĕнÿсем тума хавхалантарса ятран укçан преми пачĕ.

Килĕшÿллĕ те туслă çемьесем те сахал мар Чăваш Сурăм тăрăхĕнче. Кĕмĕл тата ылтăн туй ирттернĕ юбилярсене валли те ăшă сăмахсем тупăнчĕç. Юрра-ташша кăмăллакансем Шупашкарти эстрада юрăçисен – «Асамат» ушкăнăн пултарулăхне пăхса савăнчĕç. Уявра волейбол вăййи иртрĕ. Пилĕк команда пĕр-пĕринпе вăй виçрĕç. Ăмăртура Муркаш районĕнчи актайсем пĕрремĕш, Элĕк Енри карачурасем – иккĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Кÿршĕ районти Панкли каччисем виççĕмĕшсем пулчĕç.

Шашка-шахмата юратакансем те хăйсен тавçăрулăхне тĕрĕслерĕç. Турнира 19-ăн хутшăнчĕç. Çĕнтерÿçĕсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ хисеп хучĕсемпе тата укçан преми парса чысларĕ. Каçхине ачасем цирк курса савăнчĕç пулсан, çамрăксем дискотекăра кăмăлĕсене çĕклерĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 июля 2012
00:00
Поделиться