Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Субсиди парса хавхалантарĕç

Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансене, çав шутра килти хушма хуçалăх тытакансене тата Чăваш Енри агропромышленность комплексĕн сĕт туса илекен, вырнаçтаракан организацисене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен Указа алă пуснă. Çак документ тăрăх сĕт туса илекенсене тăкакăн пĕр пайне саплаштарма субсиди парĕç.

Июнь-август уйăхĕсенче сĕт яланах нумай. Çавна май ку отрасль пĕр пек аталанаймасть. Çуллахи вăхăтра унăн хăй хаклăхĕ туянмалли хакран пысăкрах. Сăмахран, 2012 çулта сĕтĕн сезонри хакĕ (чакнă хак) ял хуçалăх организацийĕсенчен туянаканнин 20,6 проценчĕпе танлашать, халăхран илни вара – 42,4 процентпа. Çакă, паллах, выльăх шутне чакарасси патне илсе çитерме пултарать.

Ку эрне пуçламăшĕнче республика пуçлăхĕ сĕт туса илекенсене патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен канашлу ирттернĕ.

ЧР финанс министрĕ Михаил Ноздряков каланă тăрăх, ял хуçалăхĕ валли республика бюджетĕнчен уйăрнă хушма пулăшу 475,8 млн тенкĕпе танлашĕ. Çак шутран сĕт туса илекенсене 69,7 млн тенкĕ тивет.

Хушма укçана шута илсен республикăри ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем кăçал 2,18 млрд тенкĕ чухлĕ патшалăх пулăшăвне тивĕçĕç. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку 200 млн тенкĕ ытларах.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
14 июля 2012
00:00
Поделиться
;