Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

1274 çемьене ача укçипе тивĕçтернĕ

ЧР Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин районти социаллă хÿтлĕх пайĕ федерацин «Ача пур граждансен патшалăх пособийĕсем çинчен» саккунне пурнăçлассипе сахал мар ĕç туса ирттерет. Уйăхсерен тивĕçекен ача укçине яланах вăхăтра парса тăраççĕ.

Кăçалхи çур çулта 1274 çемьене 5978,4 пин тенкĕлĕх ача укçи, 10 хĕрарăма 8,12 пин тенкĕлĕх ача çуратнишĕн паракан укçа, 1,5 çула çитиччен ачана пăхнăшăн 222 çынна – 4150, ĕçлемен тата вĕренекен 42 гражданина – 172,97, кăкăр ачин 113 амăшне 54,5 пин тенкĕ, ачасене усрава илнĕ 30 çемьене 1753,3 пин тенкĕ тÿленĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 июля 2012
00:00
Поделиться
;