Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Бизнес-инкубатор çăмăллăх кÿрĕ

Хальхи вăхăтра пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарасси Чăваш Республикин, районăн 2020 çулчченхи социаллă-экономикăллă аталанăвĕн стратегийĕсен, «Районăн 2012 çулчченхи социаллă-экономикăллă аталанăвĕн программисем» тата районти пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна муниципаллă пулăшу памалли программăсенче тĕп задачăсен шутне кĕрет. Мĕншĕн тесен пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна çирĕп аталанма условисем туса пани финанс кризисне çăмăллатма, ĕç вырăнĕсем йĕркелеме тата производствăна ÿстерме май парать. Шăпах çак çивĕч ыйтупа калаçу пуçартăмăр та район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе Л.М.Никитинăпа.

– Лидия Михайловна, пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăн субъекчĕсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрăр-ха. Вĕсен шутне те палăртăр.

– Июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне илсен, 691 субъект ĕçлени паллă. Çав шутран – микро, пĕчĕк тата вăтам предприятисем 58, уйрăм предпринимательсем 495. Предпринимательствăпа çыхăннă пĕчĕк тата вăтам предприятисен структуринче ял хуçалăх сфери 41 процент, строительство – 16, суту-илÿ тата обществăлла апатлану 16 процент йышăнать. Пĕчĕк бизнес район потенциалĕн халăхăн прикладной искусствин сферинче пĕтĕмĕшпех ĕçе кĕмен-ха. Ку отраслĕн малашлăхĕ пур, ахальтен мар ал ĕç таварĕсене ытларах ыйтни палăрать. Анчах та, тĕрлĕ мерăсем йышăнатпăр пулин те, пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра татса паман ыйтусем те пур-ха. Предпринимательство ĕç-хĕлне реализациленĕ чухне час-часах ĕç пÿлĕмĕ çитменнипе чăрмавсем пулаççĕ.

Ĕçе вырнаçтаракан службăра патшалăх пулăшăвне илнĕ предпринимательсем, пĕчĕк предпринимательство субъектне пулăшу памалли программăпа килĕшÿллĕн, грант илме район администрацине пыраççĕ.

– Пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсене аталанма лайăх условисем туса парас тĕллевпе районта бизнес-инкубатор объекчĕ хăвăрт çĕкленчĕ мар-и-ха;

– Чăнах та, бизнес-инкубаторăн икĕ хутлă çуртне тунă çĕрте строительсем тăрăшса ĕçлерĕç. Халĕ стройка вĕçленсе пырать. Çуртăн пĕтĕмĕшле лаптăкĕ – 1344, 83 тăваткал метр, çав шутран усăллă лаптăк – 641,63 тăваткал метр.

Пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсене арендăна паракан лаптăк – 546,13 тăваткал метрпа танлашать – усăллă лаптăкăн 85,1 проценчĕ. Бизнес-инкубаторăн усăллă лаптăкĕ 35 офис пÿлĕмĕнчен тата 1 конференц-залран тăрать.

– Лидия Михайловна, бизнес-инкубаторта мĕнле пулăшу илме пулать-ха;

– Бизнес-инкубаторăн пÿлĕмĕсене пĕчĕк предпринимательство субъекчĕсене арендăна параççĕ. Кусем ял хуçалăх продукчĕсене туса илессипе тата реализацилессипе ĕçлеççĕ пулсан, бизнес-инкубаторта бухгалтер учечĕ тата налук хурассипе консультаци илĕç. Çавăн пекех информаципе шутлав, ЭВМ енĕпе те программăсем хатĕрлеме майсем пулĕç. Паллах, маркетингпа реклама пулăшăвĕ те. Бизнес-инкубаторăн лаптăкĕсенче пĕчĕк предпринимательствăн 35 субъекчĕ, çав шутран 24-шĕ уйрăм предпринимательсен, 11-шĕ организацисен вырнаçĕç, хушма ĕç вырăнĕсем 38 пулĕç.

Çакна та палăртмалла, пĕчĕк предпринимательствăн хăшпĕр енĕпе ĕçлекен – финанс, страхлас енĕпе пулăшу парассипе, ваккăн тата курттăмăн суту-илÿ, строительство, юсавпа строительство ĕçĕсем, йăла пулăшăвĕ, пассажирсем тата грузсем турттарассипе автотранспорт пулăшăвĕ парассипе ĕçлекен субъектсене бизнес-инкубатора вырнаçтармалла мар.

– Бизнес-инкубаторта çăмăллăхсемпе усă курма пулать-и;

– Паллах, предпринимательсем çăмăллăхлă условисемпе ĕç пÿлĕмне арендăна илме пултарĕç. Çавăн пекех предприниматель ĕçне пуçласа тытăнакан уйрăм çынсемпе организацисем налук тата гражданла законодательство, тĕрлĕ конкурссене хутшăнассипе консультаци илĕç. Палăртрăм ĕнтĕ, бизнес-инкубатор ĕçе кайсан çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулĕç, производствăн çĕнĕ тĕсĕсем ĕçе кĕрĕç.

Бизнес-инкубаторăн администраци çуртне ĕçе яни район администрацийĕпе çынсем умĕнче тăракан хăш-пĕр ыйтусене татса пама май парĕ. Сăмахран, предпринимательство субъекчĕсене муниципаллă пулăшу парассипе, информаци инфраструктурине аталантарассипе, предпринимательствăн пурлăх пулăшăвĕн механизмне вăйлатассипе, предпринимательство сфери валли кадрсем хатĕрлессипе, пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăра ĕçлекенсен тÿпине ÿстерессипе.

– Лидия Михайловна, бизнес-инкубатор апла пĕчĕк предпринимательствăна пулăшассипе, муниципаллă политика эффективлăхне ÿстерессипе, районăн социаллă-экономикăллă аталанăвне вăйлатассипе инструмент пекех кирлĕ. Çавăн пекех бизнесра ĕçлеме кăмăл пур çамрăксемшĕн вĕренÿ центрĕ пекех.

– Çапла, бизнес-инкубатор кредит тата лизинг программисенче хăйĕн клиенчĕсен гаранчĕ тата поручителĕ те тейĕн. Инвесторсемшĕн, район территорийĕнчи бизнес приоритетлине палăртакан, консультаци паракан центр та. Вĕсене бизнес-инкубатор клиенчĕсем хатĕрленĕ инвестици проекчĕсем сĕнĕ. Бизнес-инкубатор бизнес никĕсĕсене тытса пыракан вĕренÿ центрĕ, инноваци клубĕ пуласси те паллах.

Бизнес-инкубатор пирки тĕплĕнрех 22-4-15, 22-2-13 номерсемпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 июля 2012
00:00
Поделиться
;