Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Инкекре пулăшĕç

Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Ен территорийĕнче аслатиллĕ пăрлă çумăр çунă, çил пысăк хăвăртлăхпа вĕрнĕ. Çут çанталăк синкерне пула республикăри 8 район – Çĕрпÿ, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Улатăр, Йĕпреç, Шупашкар тата Елчĕк – инкек тÿснĕ. 71 ял-поселок çутăсăр тăрса юлнă. Сĕнтĕрвăрри районĕ пуринчен ытларах сиен тÿснĕ: 302 çурт арканнă, 9000 çын çутăсăр юлнă. Çил-тăвăл фермерсен тата çынсен килти хуçалăхĕсене те пысăк сиен кÿнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Сĕнтĕрвăрри районне çитсе курнă. «Правительствăн инкеке лекнисене пулăшмаллах», – палăртнă республика Пуçлăхĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 июля 2012
00:00
Поделиться
;