Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Медальпе чысланă

Муркаш районĕнчи Юнкă сали çывăхĕнче çамрăк геологсен республикăри слечĕ иртнĕ. Унта хутшăнакансем геологи теорине аван пĕлнине кăтартса панă. Кунсăр пуçне минералогие те, палентологие те, петрографие те шĕкĕлченĕ.

И.Я.Яковлев ячĕллĕ Элĕк шкулĕнчи «Кристалл» тата «Алмаз» ушкăнсем пĕрремĕш кунхинех палăрнă. Вĕсем кăсăклă та пуян информациллĕ геологи куравĕ йĕркеленĕ. Программăра тĕрлĕ конкурссем пулнă.

Çамрăк геологсен ĕçне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе географи факультечĕн преподавателĕсем хакланă. Физика географийĕпе геоморфологи кафедрин ĕçченĕсем пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене элĕксен «Алмаз» тата «Кристалл» ушкăнĕсем йышăннине палăртнă. Икĕ ушкăнăн ĕçне те Людмила Петрикова вĕрентекен йĕркелесе пырать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 июля 2012
00:00
Поделиться
;