Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Сивĕ хĕле халех хатĕрленеççĕ

Районта пурăнмалли çуртсемпе коммуналлă хуçалăх тата социаллă объектсене хĕле хатĕрлессипе, хутса ăшăтмалли тапхăрта пĕтĕм тытăмсене йĕркеллĕ ĕçлеттерессипе чылай ĕç тăваççĕ. Хальхи вăхăтра хутса ăшăтмалли тытăмсене çуса тасатаççĕ, инженери тытăмĕсене çĕнетсе улăштараççĕ. Ку таранччен 20 çуртра ăшăтмалли тытăмсене тасатнă (74 процент), 590 метр чухлĕ ăшă паракан пăрăхсене улăштарнă (94 процент), сивĕ шывпа тивĕçтеремелли пăрăхсене 410 метр таран çĕнетнĕ (95 процент), канализаци пăрăхĕсене 50 метр юсанă.

Çурт тăррисене 1585 метр чухлĕ çĕнĕрен витнĕ (палăртнин 95 проценчĕ), тĕтĕм çÿретмелли тăрпасене 15 штук юсанă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 июля 2012
00:00
Поделиться
;