Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вулавăша кĕнекесем парнеленĕ

Июль уйăхĕн пуçламăшĕнче Кĕçĕн Тăван библиотекин фончĕ 222 кĕнекепе пуянланчĕ. Çак пысăк парнепе Мария Яшина (Афанасьева) савăнтарнă. Вăл темиçе çул каялла çуллахи каникулта Шупашкартан яла килсен тăтăшах вырăнти вулавăша çÿренĕ. Халĕ вара вăл çамрăк амăшĕ.

Мария Яшина парнеленĕ кĕнекесен пуххин ытларах пайĕ детектив, хальхи авторсем çырнă хайлавсенчен тăрать. Вулавăша ача-пăча литератури те хушăнчĕ. Çĕнĕ кĕнекесемпе вулакансем хавхалансах паллашĕç.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
21 июля 2012
00:00
Поделиться
;