Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ĕçсĕррисен шучĕ чакнă

Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче Элĕк районĕнче 101 çын çуралнă, 175-ĕн вилнĕ. Çут тĕнчерен уйрăлнисен шучĕ çуралнисенчен 73,2 процент нумайрах. 2012 çулхи çур çулта 35 çĕнĕ çемье чăмăртаннă, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, туйсен шучĕ 36,4 процент сахалрах пулнă. Çав вăхăтрах мăшăрсем пĕр-пĕринчен уйрăлнă 27 тĕслĕх регистрациленĕ.

2012 çулхи утă уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне ĕçсĕррисем 43 çын шутланаççĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан 35 çын сахалрах. Районта ĕçлеме пултаракансен пĕтĕмĕшле йышăнчен ĕçсĕррисен шучĕ 0,44 процентпа танлашать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 июля 2012
00:00
Поделиться
;