Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Шывсăр пурăнаймăн

ЧР Строительство министерствинче 2020 çулччен пыракан тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн кашни район валли халăха паха шывпа тивĕçтерме тапхăрсем палăртнă. Республика уйăракан бюджет укçипе Шĕмшеш ял тăрăхĕ тĕллевлĕ усă курнă. Çитес çул Элĕк салинчен шыв çулне тăсса Асамат ялне илсе çитересшĕн.

Районта 113 ял, чылайăшĕ колонкăсемпе усă кураççĕ. Çавăн пекех хăш-пĕр ялсенче килĕрен тенĕ пек çăлсем пур. Вĕсене насус вырнаçтарса пÿрте шыв кĕртеççĕ.

– Çынсене ыйту çивĕчлĕхне кура пулăшатпăр, хăш ял таса шывсăр тертленет – малтан çавăнта çитетпĕр. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем халăх шухăш-кăмăлне шута илеççĕ тата туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Л.Никитина.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 июля 2012
00:00
Поделиться
;