Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ялта ĕçлекене пулăшаççĕ

Чăваш Республикин «Уйрăм граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă тивĕçтерÿ укçи-тенкипе социаллă пулăшу памалли мерăсем çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн районти социаллă хÿтлĕх пайĕ ялта ĕçлекен специалистсене кашни уйăхрах укçа уйăрса парать. Акă кăçалхи 6 уйăхра 677 специалиста 3958,3 пин тенкĕ тÿленĕ. Ку шутран 196-шĕ – медицина ĕçченĕсем, 363-шĕ – педагогсем, 79-шĕ – культурăра тăрăшакансем. Çавăн пекех патшалăх пулăшăвне ветеринари отраслĕнче ĕçлекен 31 специалистпа социаллă службăри 8 ĕçчен тивĕçнĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
28 июля 2012
00:00
Поделиться
;