Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вырма анлă сарăлнă

Районта тырпул пухса кĕртессипе ĕçсем ăнăçлă пыраççĕ. Августăн 6-мĕшĕ тĕлне илсен, тĕш тырă культурисене 898 гектар (10,8 процент) вырнă. Вăтам тухăç – 15 центнер. Уй-хирте пурĕ 20 комбайн ĕçлет.

Тĕш тырă культурисене «Алмаз» обществăра 27,7 процент, Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра – 25,5, Ю.Никифоров ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕнче – 25,8, «Новый путь» хуçалăхра – 16, С.Волковăн хресчен-фермер хуçалăхĕнче – 14,3, «Рабия» обществăра 10,7 процент çапса тĕшĕленĕ.

Çĕр улми 16 гектар кăларнă, пĕтĕмпе 192 тонна пухса илнĕ. Вăтам тухăç 120 центнерпа танлашнă. Кĕр тыррисене акма çĕр 2215 гектар хатĕрленĕ. Çав шутран усă курман çĕрсене 744 гектар сухаланă.


"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
08 августа 2012
00:00
Поделиться
;