Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Олимпиадăра палăрнă

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Лондон хулинчи (Аслă Британи) 2012 çулхи ХХХ Олимп вăййисенчи пысăк кăтартушăн Элĕк районĕнчи Эренар ялĕнче çуралса ÿснĕ Альбина Геннадьевна Майоровăна Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăланă.А.Майорова (Иванова) Олимпиадăра 42 километр та 195 метра чупса тухнă. Пирĕн ентеш финиша тăххăрмĕш çитнĕ.

– Эпĕ хамăн кăтартупа кăмăллă, – тенĕ ăмăрту хыççăн Раççей журналисчĕсене Альбина Майорова. – Кунта вăйлă спортсменсем нумай. Лайăх чупас килчĕ. Планетăн чи лайăх вунă спортсменĕсен йышне лекме пултарни те савăнтарать.

Альбина Геннадьевна çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ, XXVII Олимпиада вăййисенче марафон чупăвне хутшăннăскер, 2012 çулта Японире иртнĕ тĕнче марафонĕн çĕнтерÿçи.

Пирĕн нумай ентеш А.Майорован чупăвне телевизорпа курнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 августа 2012
00:00
Поделиться
;