Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тырă выраççĕ, çĕр улми кăлараççĕ

Районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем вăй илсех пыраççĕ. Августăн 9-мĕшĕ тĕлне илсен, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1798 гектар (21,8 процент) вырнă. Малтанлăха палăртнă тăрăх тухăç – 15,1 центнер.

Тырă вырнă çĕрте «Новый путь» хуçалăх ĕçченĕсем уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ. Тĕш тырă культурисене 421 гектар (40 процент) пухса кĕртнĕ. «Алмаз», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче те ĕçе лайăх йĕркеленĕ.

«Авангард», «Витязь», «Золотое Руно» хуçалăхсем тырă вырма тухман-ха. Çĕр улми 36 гектар кăларнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
11 августа 2012
00:00
Поделиться
;