Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕнĕ йĕркепе тÿлĕпĕр

Районта пурнакансенчен нумайăшĕ кăçалхи çулла пуçласа пурлăх, транспорт тата çĕр налукĕсене тÿлемелли пĕрлехи уведомленисем илчĕ. Пурлăхпа çыхăннă налуксене тÿлемелли çĕнĕ йĕрке çинчен Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 3 номерлĕ инспекцийĕн регистраципе учет тата налук тÿлекенсемпе ĕçлекен пай начальникĕнчен Л.М. КУДРЯВЦЕВĂРАН тĕплĕнрех ыйтса пĕлтĕмĕр.– Пурлăх налукĕсене тÿлемелли çĕнĕ тытăм унчченхинчен мĕнпе уйрăлса тăрать;

– Чи пысăк улшăну – халĕ эпир пурлăх налукĕсене унчченхи пек аванс шучĕпе мар, налук тапхăрĕ вĕçленсен тÿлени. Урăхла каласан, кăçал 2011 çулшăн налук тÿлетпĕр.

Унсăр пуçне налукпа çыхăннă мĕн пур налук валли тÿлевĕн пĕр вăхăтне çирĕплетнĕ. Чăваш Енре – 2012 çулхи ноябрь пĕрремĕшĕнчен кая юлмасăр. Унчченхи пекех налуксене налук уведомленине тĕпе хурса тÿлемелле. Унăн форми вара улшăннă.

– Кун пирки те тĕплĕнрех каласа парсамăр.

– Унччен граждансем налук хуракан кашни объектшăн – хваттершĕн е çуртшăн, машинăшăн, çĕр лаптăкĕшĕн, ыттишĕн – уйрăмшар уведомлени илнĕ. Халĕ вара пурлăх хуçисем кашни налук виçине пĕр документра курĕç. Çавăнпа та пĕрлехи уведомлени тетпĕр. Анчах уйрăм çын харпăрлăхĕнчи налук хумалли объектсем пĕр налук органĕнче шутра тăраççĕ пулсан кăна налук органĕ пĕр уведомлени хатĕрлĕ. Сăмахран, çыннăн хваттерĕ, машини тата дачи Шупашкарта. Эппин, ăна тĕп хулари налук инспекцийĕ çак пурлăх тĕлĕшпе пĕрлехи пĕр налук уведомленийĕ ярса парĕ.

– Тепĕр ыйту – налуксене мĕнле тÿлесси пирки;

– Налуксене укçан та, банкри расчет счечĕ урлă та тÿлеме пулать. Раççей Перекет банкĕн, Газпромбанкĕн, Промсвязьбанкĕн, Санкт-Петербургри Социаллă Коммерци банкĕн тата ытти хăш-пĕр банксен кредит карттисемпе усă куракансем уведомлени илсен налук тÿлемелли документăн сулахай енчи çÿлти кĕтесĕнче вырнаçнă индексĕ тăрăх тÿлеме пултараççĕ.

– Налук уведомленийĕ çумне заявлени бланкне те çирĕплетнĕ, унпа еплерех усă курмалла;

– Уведомленин çĕнĕ форми çумĕнче ятарлă заявлени пур. Енчен те гражданин хăйĕн харпăрлăхĕнчи çĕр лаптăкĕ, транспорт хатĕрĕ, хваттерĕ çинчен уведомленире йăнăш тупрĕ пулсан, унăн çак заявление çырса тултармалла, уведомление ярса панă налук инспекцине каймалла е ярса памалла.

Налук органĕ заявление пăхса тухса информацие регистраци органĕсем урлă çĕнĕрен тĕрĕслет, йăнăш кайнă пулсан ăна тÿрлетсе çĕнĕ уведомлени йĕркелет. Ун хыççăн налук тÿлекене почта е электронлă адрес урлă хуравне ярса параççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 августа 2012
00:00
Поделиться
;