Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хăнара – олимпиец

Альбина Майорова (хĕр чухнехи хушамачĕ – Иванова) Элĕк районĕнчи Эренар ялĕнче 1977 çулта çуралнă. Ачалăхĕ ялта иртнĕ. Вăл спорта пĕчĕк чухнех кăмăлланă. Хĕр ача 7-мĕш класра çăмăл атлетика енĕпе ăсталăхне туптама тытăннă. Вăрăм дистанцисем, марафон, кросс ăна ытларах илĕртнĕ. Лара-тăра пĕлменскер кĕçех спортра пирвайхи утăмсем тунă. Альбина 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне Шупашкарти тупăшăва хутшăннă, малти вырăна йышăннă. Çакăн хыççăн хĕре Олимп резервĕсен спорт шкулне чĕннĕ. 2009 çулта Альбина Майорова Сингапурта марафонра пĕрремĕш вырăна тухнă. Кăçал Японири Нагоя хулинче иртнĕ хĕрарăмсен тĕнче шайĕнчи марафонĕнче çĕнтернĕ. Альбина Майорова 42 километр та 195 метра 2 сехет те 23 минут та 51 çеккунтра парăнтарнă. Вăл Афинăри Олимп вăййисене хутшăннă, тĕнче шайĕнчи марафонсенче темиçе хут та призер пулнă. Майорова – çăмăл атлетика енĕпе тĕнче класлă спорт мастерĕ.

Шăмат кун районта физкультурник кунне халалланă уяв иртрĕ. Çав кун спорта юратакансем Элĕкри «Хĕлхем» физкультурăпа спорт комплексĕ умне пуçтарăнчĕç.Савăнăçлă мероприятие хутшăнакансен йышĕнче Лондон хулинчи ХХХ Олимп вăййисенче тупăшнă Эренар хĕрĕ Альбина Майорова (Иванова), Шупашкарти саккăрмĕш номерлĕ спорт шкулĕн директорĕн çумĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ Олег Андреев тата ыттисем те пулчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов чи малтанах Эренар ялĕнче çуралса ÿснĕ Альбина Майоровăна Олимпиадăна хутшăнса Элĕк район чысне çÿле çĕкленĕшĕн тав турĕ.

«Эпир сирĕнпе чăннипех те мухтанатпăр. Эсир ăмăртура хăвăрăн вăй-хала шеллеменине кăтарса патăр. Марафонра тĕнчери чи вăйлă спортсменсем хушшинче тăххăрмĕш вырăна тухма пултарни те пысăк çитĕнÿ. Ÿлĕмрен те пысăк кăтартусем тăвасса шанса тăратпăр», – терĕ Александр Николаевич.

Вăл спортсменкăна ăнăçу суннă май чечек çыххи тыттарчĕ тата асăнмалăх парне пачĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ çавăн пекех амăшĕ – Валентина Иванова ячĕпе те ăшă сăмахсем каларĕ. «Элĕк ачи» ентешлĕх ертÿçи В.Иванов пирĕн ентеш Олимпиадăра лайăх кăтартупа савăнтарни, чăваша ют çĕр-шывсенче те пĕлнине палăртрĕ.

А.Майорова ăшă тĕл пулушăн пурне те тав турĕ. Хыççăнах ун ячĕпе тĕрлĕ тĕслĕ шарсем тÿпенелле çĕкленчĕç.

Альбина Геннадьевнăна тата унăн амăшĕпе хăнасене физкультурăпа спорт комплексĕнчи залсене кăтартса çÿрерĕç, кунти ĕçсемпе паллаштарчĕç. Спортсменка хăйĕн çинчен те кĕскен каласа пама кăмăл турĕ.

«Олимпиадăра 42 километр та 195 метра чупма 118 спорсмен хутшăнчĕ. Старта тухсан пире курма пынă халăх йышлă пулнине асăрхарăм. Хăлхара кăшкăрнă сасă çеç тăрать. Асфальт çул тикĕсех марччĕ, çавăнпа чупма та йывăр килчĕ. Юрать-ха, финиша тăххăрмĕш çитме пултартăм», – терĕ вăл.

Ăна финиш хыççăн Раççей спорт министрĕ В.Мутко саламлани пушшех те савăнтарнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Хисеп грамотипе наградăлани те хавхалантарнă. А.Майорова хальхи вăхăтра спорт пĕр вырăнта тăманнине, çавна май çĕнтерме çулсерен кăткăсланса пынине пытармарĕ. Халĕ вăл пĕр вăхăт канасшăн. Хĕл еннелле тепĕр хут ăмăртусене хутшăнма пуçласшăн.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
15 августа 2012
00:00
Поделиться
;