Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Электрон пулăшу çăмăллăх кÿрĕ

Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвне электрон мелпе парасси пирки чылай калаçаççĕ. Республикăри ЗАГС уйрăмĕсем те çĕнĕлĕхрен юлмаççĕ. Çакăн пирки ЧР юстици министрĕпе Надежда Прокопьевăпа сăмах хускатрăмăр.– Чăнах та, министерство патшалăх пулăшăвне электрон меслетпе кÿрет. Граждан тăрăмĕн акчĕсене шута илес енĕпе çăмăллăх кÿмешкĕн тĕрлĕ енлĕ ĕç тăватпăр. Çапла ака уйăхĕнчен пуçласа хăш-пĕр пулăшăва электрон мелпе илме пулать. Ача çуралнине, çын вилнине ĕнентерекен свидетельствăсене, мăшăрланма е уйрăлма электрон мелпе ыйтса çырма пулать.

– Çĕнĕлĕхпе усă куракансене мĕнле çăмăллăх кĕтет;

– Пĕрремĕшĕнчен, вĕсем вăхăта перекетлеççĕ. Ыйту тăратмашкăн черетре тăма тивмĕ. Иккĕмĕшĕнчен, ЗАГС уйрăмне çитмешкĕн меллĕ вăхăта хăйсем палăртаяççĕ.

– Эппин, пулăшăва тивĕçмешкĕн ЗАГС уйрăмне çитме тиветех. Электрон меслет халăхра сарăлĕ-ши;

– Паллах. Пирĕн тĕп тĕллев – информацие халăх патне çитересси. Çынна мĕн кулянтарать-ха; Черетре нимрен хаклă вăхăт çухалать. Пÿлĕме кĕрет те справка валли документ çитĕлĕксĕррине е унăн урăх уйрăма çитмеллине пĕлет. Мĕн пур ыйтăва килтен тухмасăр татса пама пулать-çке.

– Надежда Викторовна, электрон пулăшу çинчен ăçта вуламалла;

– Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен пĕрлĕхлĕ порталĕнче. ЗАГС уйрăмĕн çăмăллăхĕсене «ЧР Юстици министерстви» папкăра шырăр. Ыйту çырсан ЗАГС уйрăмне палăртăр, документа илмешкĕн меллĕ вăхăтпа куна кăтартăр. Вĕсене списокра суйлаятăр.

– Черет çитнисен правине хĕсĕрлемĕпĕр-и;

– Çук. Электрон меслете пурнăçа кĕртсен пысăк хуласен тĕп ыйтăвне – черетсене – пĕтеретпĕр.

– Электрон пулăшу çамрăксен пурнăçне çăмăллатĕ-и;

– Хальлĕхе порталра туя палăртнă кунран 2,5 уйăх маларах ыйту йышăнаççĕ. Уйăх каялла авăн уйăхĕнче хут уйăрттарма шухăш тытнисене хапăл турĕç, паян юпа уйăхĕнче мăшăрланас текенсен ыйтăвĕсене пăхса тухаççĕ. Анчах кунпа чарăнмастпăр. Министерство программăна хатĕрлекенпе ĕçлет, электрон ыйтăва уявччен 1,5 уйăх маларах йышăнмалла тăвасшăн.

– Электрон ыйтăва савăнăçлă лару-тăрура хут уйăрттармашкăн йышăнаççĕ-и;

– Çак çăмăллăх чи пĕлтерĕшли тесе шухăшлатăп, анчах электрон ыйту хыççăн ЗАГС уйрăмне çитме, алă пусма, документсене тăратма тивĕ. Çапах çамрăксем черетре вăхăта ирттермĕç, мăшăрланассин кунĕ, вăхăчĕ паллă вĕт.

– Эсир çуралнине ĕнентерекен свидетельствăна иккĕмĕш хут илме май пуррине палăртрăр.

– Çапла. Çак документпа чылай ыйтăва татса памашкăн усă кураççĕ. Çавна май вăл хăвăртах çухалать. Ăна шкулта, бухгалтерире манса хăвараççĕ, документ çĕтĕлет, кивелет. ЗАГС уйрăмĕсене ытти регионта тĕпленнисем те свидетельство илмешкĕн ыйту тăратаççĕ. Почта урлă янăскер хăвăрт çитмест. Унсăр пуçне граждансем хăш уйрăма каймаллине пĕлмеççĕ. Электрон ыйтăва йышăннă ĕçчен хута кирлĕ уйрăма ярать. Çакă документ хатĕрлес ĕçе темиçе хут кĕскетет.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 августа 2012
00:00
Поделиться
;