Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Хире чĕнет чĕре

Халĕ хресченшĕн питех те яваплă тапхăр – вырма пырать. Çĕр ĕçченĕн пĕр тĕллев – тар тăкса çитĕнтернĕ пуянлăха çухатусăр, вăхăтра пухса кĕртесси. Çавăншăн кашни тăрăшать паян...«Алмаз» обществăн Çĕнкас Юнтапа ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă йĕтем çине çĕнĕ тырă куллен килет. Тырă тасатакан бригада кашни сехетпе туллин усă курать. Уй-хиртен килнĕ пурлăха çийĕнчех тасатса сортлаççĕ, кĕлете кĕртеççĕ. Пĕр сăмахпа, ĕç вĕресе кăна тăрать. Александр Макаров тырă типĕтекен агрегатсене пĕр тикĕссĕн ĕçлеттерессишĕн вăй-хала шеллемест. Николай Макаров сварщик вара йĕтем çинче ĕçлекенсене ялан пулăшма хатĕр: пĕр-пĕр кăлтăка кĕске вăхăтра юсать.

– Çулпа çул пĕр пек килмест. Кăçал тухăç япăхах мар. Пĕрчĕллĕ культурăсем хÿхĕм çитĕнчĕç, хăшпĕр уйсем пысăк тухăçпа савăнтараççĕ. Тырă ытларах пулсан халăха та пурăнма çăмăлрах. Тарпа тăварланнă пурлăха çухатусăр, вăхăтра пухса кĕртесчĕ çеç, – терĕ общество ертÿçи Геннадий Денисов.

Уй-хирте икĕ комбайн ĕçлет. Комбайнсем бункер хыççăн бункер пушатаççĕ. Василий Ильинпа Николай Кузьмин комбайнерсемшĕн çак кунсенче пĕр канăç та çук. Николай Денисов та ларма-тăма пĕлмест. Вăл комбайнера пулăшма та вăхăт тупать, автомашинăпа йĕтем çине тырă турттарма та ĕлкĕрет.

Обществăра выльăх апачĕ ытлă-çитлĕ хатĕрленĕ. Хăватлă техника суха тума та тухнă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 августа 2012
00:00
Поделиться
;