Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Каникулта канаççĕ, сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ

Патшалăх паян нумай ачаллă, пĕчĕк тупăшлă çемьесене пысăк тимлĕх уйăрать. Тĕрлĕ енлĕ пулăшать. Юлашки вăхăтра йышлă ачаллă, укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкрех, тулли мар, йывăр çемьесене канма путевкăпа тивĕçтересси палăрмаллах лайăхланчĕ. Çавăн пекех кун пек çăмăллăхпа тăлăх ачасем, ача-инвалидсем, район администрацийĕн çула çитменнисен комиссийĕнче тата шалти ĕçсен пайĕнче учетра тăракан ачасем усă кураççĕ.

2012 çулхи çу кунĕсенче кăна пĕрремĕш сменăра районти социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă 12 ача канчĕ. Иккĕмĕш сменăна валли те элĕксене 12 путевка уйăрса панă. Виççĕмĕшĕнче ултă ачана сывлăхĕсене çирĕплетме ăсатрăмăр. Нумаях пулмасть 14 ача тăваттăмĕш сменăна кайрĕç. 7-17 çулхисем сывлăхĕсене Сĕнтĕрвăрри районĕнчи «Белые камни», Муркашри «Солнышко», Шупашкар районĕнчи «Салют» тата «Утес» лагерьсенче çирĕплетрĕç.

Çакна та палăртмалла, Элĕкри социаллă хÿтлĕх пайĕ йывăр лару-тăрура пурăнакансене çи-пуç енчен пулăшассине те йĕркеленĕ. Эпир Чăваш Республикинчи салтак амăшĕсен комитечĕпе тачă çыхăнура. Вĕсем ытларах чухне пире аслисен çи-пуçĕсемпе тивĕçтереççĕ. Элĕк район çыннисем те йышлă ачаллă çемьесене валли час-часах тум-тир килсе параççĕ. Çи-пуçран япăхрах çемьесене районти социаллă хÿтлĕх пайне килме, çăмăллăхпа усă курма ыйтатпăр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 августа 2012
00:00
Поделиться
;