Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Лайăх çемьесенче çитĕнеççĕ

Районти опекăпа попечительство специалисчĕ çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссипе пĕрле Мăн Вылă тата Ураскилт ял тăрăхĕсенче пулса ачасене опекăна илнĕ Ефимовсен, Ермолаевсен, Васильевсен çемйисене çитсе курнă. Асăннă çемьесенче пепкесене тĕрĕс-тĕкел воспитани парса çитĕнтерме мĕнпур условисем çителĕклĕ: кашнин уйрăм пÿлĕм, ку чухнехи компьютер техники туяннă. Ачасене пăхса ÿстерме уйăрса паракан укçа-тенкĕ пĕтĕмпех палăртнă тĕллевпе тăкакланать. Кун пек чухне ачасем паллах кăмăллă пулаççĕ. Опекунсем те право пулăшăвĕпе туллин усă кураççĕ. Хальхи вăхăтра Ураскилт ял тăрăхĕнче ачасене хăйсем патне йышăннă 3 çемье тата опекăна илнĕ 2 çемье шутланать. Вĕсенче 10 шăпăрлан воспитани илет. Комисси кашни çемьерех пулнă. Паллах, ыйтăвĕсем тĕрлĕрен, çапах тĕллевĕ пĕрре: ачасем ырă та сывă пулса ÿсчĕр, вĕсен малашлăхĕ лайăх пултăр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 августа 2012
00:00
Поделиться
;