Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Пĕлтĕрхинчен сахал мар

Районти хуçалăхсем обществăлла выльăх-чĕрлĕхе тутă хĕл каçармалла пултăр тесе тăрăшаççĕ. Утă пĕтĕмпе 2924 тонна, сенаж – 5227, силос 3450 тонна хатĕрленĕ.

Ку енĕпе те яланхиллех «Новый путь» хуçалăх пуринчен те лайăхрах ĕçленĕ. Утă 710 тонна, сенаж – 3077, силос 1500 тонна янтăланă. Хуçалăхра выльăх апачĕ иртнĕ çулхинчен сахал мар хатĕрлени паллă.

«Алмаз» обществăн кăтартăвĕсем те лайăх. Утă 250 тонна, сенаж – 700, силос 400 тонна хывса хăварнă. Çавăн пекех «Рабия» общество, Ульянов ячĕллĕ хуçалăх ĕçченĕсем те «симĕс ĕççинче» активлăх кăтартнă.

Выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçсем малалла та пыраççĕ. Хуçалăхсенче нумай çул ÿсекен курăксене иккĕмĕш хут çулаççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 августа 2012
00:00
Поделиться
;