Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тĕп вырăнта – пĕлÿ пахалăхĕ

Юн кун Пĕрлехи информаци кунĕнче района Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Светлана Петрова ертсе пыракан ушкăн килнĕ.Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа Элĕк шкулĕнче пулнă. Кунта çĕнĕ вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленнипе тĕплĕн паллашнă. Хальхи вăхăтра ку шкулта юсав ĕçĕсем анлă сарăлнă. Пĕтĕмпех Раççей Федерацийĕн «Доступная среда – 2011-2015» çулсенчи патшалăх программипе килĕшÿллĕн пурнăçланса пырать.

ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕн çумĕ С.Петрова Чăваш Енĕн 2012 çулăн пĕрремĕш çур çулĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем çинче чарăнса тăнă. Пĕтĕмĕшле илсен, экономика аталанса пырать. Промышленноç производстви 115,6 процентпа танлашать. Светлана Владимировна çавăн пекех вĕренÿ ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каланă. Юлашки çулсенче федераци тата республикăн тĕрлĕ программипе инноваци проекчĕсене пурнăçлани Чăваш Енри вĕренÿ тытăмне укçа-тенкĕ чылай уйăрса пама витĕм кÿнĕ. Ку шкул инфратытăмне палăрмаллах улăштарма май панă. Министр çумĕ тĕп вырăнта пĕлÿ пахалăхĕ пулмаллине палăртнă.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленни çинче чарăнса тăнă. 2012-2013 вĕренÿ çулĕсенче 13 шкулта, малтан пăхнă тăрăх, 2095 ача вĕренмелле. Вĕренÿ учрежденийĕсем аккредитаци илнĕ, лицензи те пур.

Информаци ушкăнĕ çавăн пекех Ураскилт, Мăн Вылă, Шĕмшеш шкулĕсенче пулнă, вĕрентекенсемпе курса калаçнă, ыйтусем çине хуравланă.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 августа 2012
00:00
Поделиться
;