Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Юрă-кĕвĕ, вăйă-кулă – чуна уçрĕ вăраха

Илемлĕ, кăмăллă, нумайлăха асра юлмалла иртрĕ Тăвăш Юнтапа ял уявĕ. Сценарине пултаруллă йĕркелени кĕмĕл сасăпа шăнкăр-шăнкăр шăнкăртатса юхакан таса шыв кĕвви пек туйăнчĕ.

Халăх савăнчĕ: ватти те, çамрăкки те хăйне çĕкленÿллĕ туйрĕ. Чăваш тумне тăхăннă хĕрарăмсем карталанса юрлани, ушкăнăн-ушкăнăн картлампа шыв йăтни, çав вăхăтра пухăннисем умне Сентнерпе (Д.Иванов) Нарспи (А.Александрова) тухни кашнине тыткăнларĕ пулĕ. Нарспи юрласа ярсан тавралăх тепĕр хут чĕрĕлнĕн туйăнчĕ. Ку ял уявĕн пуçламăшĕ çеç пулчĕ. Хыççăн юрă-ташă пушшех те вăй илчĕ. Шупашкар районĕнчен килнĕ «Нарспи» фольклор ушкăнĕ чăваш юррисене тĕлĕнмелле ăста шăрантарчĕ, ял çыннин чун-чĕрине хускатрĕ. Юнтапасемпе Ехремкассисем те хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Хĕрсен ушкăнĕн ташшисем те кашнине тыткăнларĕç.

Тăвăш Юнтапара пурăнакансем валли вырăнти клуб ертÿçи В.Герасимов тĕрлĕ вăйă-конкурс хатĕрленĕ. Вĕсенче çамрăксем кăна мар, аслăрах çулсенчисем те хăйсен вăйне, ăсталăхне тĕрĕслеме пултарчĕç. Шăчă çине хăпарчĕç, милĕк çыхрĕç, пĕве урлă вĕрен тăрăх каçрĕç – пурне те асăнса та çитереймĕн. Чи лайăххи – кашни вăйă-конкурсра хавхалану тупма пултарни. Çĕнтерÿçĕсене, паллах, парнесем парса чысларĕç. Ал ăстисен ĕçне те хак пачĕç, ялти чи лайăх кил-çурта та палăртрĕç.

Уяв вĕçĕнче шÿрпе çирĕç, килте хатĕрленĕ апат-çимĕçпе сăйланчĕç. Элĕкри «Надежда» лавкка халăха тĕрлĕ тавар сĕнчĕ. Клуб умĕнче йĕркеленĕ дискотека ташласа савăнма май пачĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
18 августа 2012
00:00
Поделиться
;