Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çамрăк вĕрентекене хавхалантараççĕ

Çурла уйăхĕн юлашки кунĕсем вĕренекене те, вĕрентекене те шутлă вăхăтчен палăртнине тепĕр хут тишкерсе тухмалли самант. Педагогсен те, ачасен те çĕнĕ вăй-халпа тепĕр вĕренÿ çулне кĕмелли тапхăр.

Элĕк районĕнчи 2095 вĕренекен 13 шкулта пĕлÿ илĕ. 2011-2012 вĕренÿ çулĕнче районта пурĕ 2194 вĕренекен шутланнă. Пĕрремĕш класа 188 шăпăрлан пынă. Кăçал вара 177-ĕн шкул сукмакне такăрлатма пуçлĕç.

Çитĕнекен ăрăва тĕрлĕ йышши интереслĕ вĕренÿ литературипе, пособийĕсемпе тивĕçтернĕ чухне мультимедийлă проекторсемпе усă курни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Районти пур шкулта Интернетпа туллин усă курма май пур. 63 мультимедийлă проектор, интреактивлă 9 доска шутланать. Кашни шкулăнах хăйĕн сайчĕ пурри те вĕренÿ учрежденийĕн ĕçне туллин хак пама май парать. Дистанцилле вĕренÿ центрне йĕркелени, шкулсем хушшинчи методика центрĕ ĕçлени те паянхи пурнăçпа тан аталаннине палăртать.

Вĕренÿ пахалăхне пĕрлехи патшалăх экзаменĕсем лайăх уçăмлатаççĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи кăтартусене тишкерсен çакă курăнать. 2010 çулта вырăс чĕлхипе вăтам балл 59,80 пулнă пулсан, кăçал – 63,56.

Шел те, математика предмечĕпе кăçал шкул пĕтернисем пĕлтĕрхинчен экзамена япăхрах тытнă. 2011 çулта 57,97 вăтам балл, кăçал – 49,85.

Вĕренекенсем ăс-хакăлне палăртма пулăшакан тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăнаççĕ. 2011-2012 вĕренÿ çулĕнче кашни иккĕмĕш вĕренекен интелектуаллă вăйăсенче пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. 43 вĕренекен республика шайĕнчи олимпиадăсене тухнă. Улттăшĕ çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Çитĕнекен ăрăвăн аталанăвĕнче педагогăн тÿпи пысăк. 214 вĕрентекенрен 81,8 проценчĕ квалификаци категорине илнĕ. Вĕсенчен 9,8-шĕ аслă категориллисем. Пилĕк çула яхăн ĕçлекен çамрăк педагогсен йышĕ те пĕчĕк мар – 4,2 процент. Тин çеç пĕлÿ илнĕ вĕрентекене ялсене илĕртес, кулленхи ĕçре пулăшас тĕллевпе 2010 çулта çамрăк учительсен ассоциацине йĕркелерĕмĕр. Вĕсене хавхалантарма 5 пин тенкĕ укçа уйăраççĕ. 2011 çултанпа шалу çумне хушса тÿлессине те йĕркеленĕ. Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне вĕрентекенĕн вăтам ĕç укçийĕ 15159 тенкĕпе танлашнă.

Çамрăк ăрăва хушма пĕлÿ илме майсем туса парассипе те районта сахал мар ĕçсем ирттереççĕ. Çулсеренех Элĕк тăрăхĕнче 150 ытла мероприяти йĕркелеççĕ. Унта 1,5 пин ытла ача хутшăнать. Вĕренÿ учрежденийĕсем çумĕнче обществăлла организацисем йĕркеленни вĕренекенсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетет. Вун виçĕ шкултан 11-шĕ санитари, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнаççĕ.

Элĕк районĕнче виçĕ ача сачĕ, шкулсем çумĕнчи 11 ушкăн ĕçлеççĕ. Вĕсенче 602 ача куллен вăхăтне ирттерет. 1-6,5 çулхисенчен 54,1 проценчĕ ача сачĕсене çÿреççĕ. Çурла уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче черетре 106-ăн шутланаççĕ. Ку çивĕч ыйтăва татса парас тĕллевпе кăçал Тавăтри виççĕмĕш номерлĕ «Пучах» ача садĕнче 20 вырăнлă хушма ушкăн уçма палăртнă. Тăваттăмĕш кварталта асăннă ыйту татăлмалла. Çавăн пекех Ураскилтре те ача сачĕ йĕркелессипе проектпа смета ĕçĕсем пыраççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 августа 2012
00:00
Поделиться
;