Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Ачасене кĕтсе илме хатĕр

Тени ял варринче икĕ хутлă шкул çурчĕ ларать. Унти хăтлăха вĕренÿ учрежденийĕн территорине кĕрсенех асăрхатăн. Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе асфальт çул хĕррипе вырнаçнă бардюрсене шап-шурах шуратнă. Икĕ енĕпе те тĕрлĕ тĕслĕ чечек ешерет. Шкул çурчĕ умĕнчи çырла тĕммисем те пĕр тикĕссĕн лараççĕ. Тасалăхпа тирпейлĕх алăк патĕнченех курăнать. Урайсем сăрăллă, стенасем çинче те çырни е вараланине асăрхаймăн.– Кăçал çуллахи каникул вăхăтĕнче техничкăпа пĕр рабочи урайсене пĕтĕмĕшле сăрласа тухрĕç. Стенасене иртнĕ çул çĕнетнĕччĕ, – палăртрĕ Светлана Николаевна Герасимова директор.

Ача сачĕн ушкăнĕнче пластик кантăксем лартнă. Шкул тăррине юсакаланă тенисем.

– Пĕтĕм ĕçе çуллахи каникул вăхăтĕнче туса пĕтерме май çук. Çавăнпа та юсав ĕçĕсене чылай чухне çуркуннех пуçлатпăр. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче те акă шкулти пăрăхсене улăштартăмăр. Шкулти шалти туалетсене хăтлăх кĕртессипе хăш-пĕр ĕçсене пурнăçларăмăр. Çавăн пекех вĕренÿ учрежденийĕ йĕри-тавра тытса çаврăннă картасене те çĕнетме тиврĕ. Çак ĕçе пĕтĕмĕшле шкулти юсав ĕçĕсене тăвакан рабочий Лев Никитин, тасалăхпа тирпейлĕхшĕн яваплă техничкăсем Светлана Пудова, Раиса Саввова, Алена Капарова, пурнăçларĕç, – каласа парать çамрăк ертÿçĕ.

Юсав ĕçĕсене пурнăçлама тенисем хăйсем ĕçлесе илнĕ укçана тăкакланă. Шкулăн уйри 5 гектар çĕрĕ çинче нумай çул ÿсекен курăксене акнă. Çулсеренех ăна çулса типĕтсе уйрăм çынсене сутаççĕ, шкул бюджетне пуянлатаççĕ.

Вĕренÿ учрежденийĕ çумĕнчи икĕ гектара яхăн çĕр çинчеи тĕрлĕ пахча-çимĕç çулсерен ÿстереççĕ. Улма-çырла йывăççисем те хăйсен çимĕçĕпе савăнтараççĕ вĕренекенсене.

Сăмах майĕпен вĕренÿ çулĕ çине куçрĕ.

– Кăçал 65-ĕн вĕренÿ çулне пуçлĕç. Вĕсенчен çиччĕшĕ пĕрремĕш хут партăсем хушшине ларĕç, – терĕ С.Н.Герасимова.

Шкул сукмакне тин çеç такăрлатма пуçлаканнисем валли чăваш азбукине туяннă. Пĕрремĕшсене унпа тÿлевсĕрех тивĕçтерĕç. Ытти классенче вĕренекен ачасене валли те шкул пур предметпа та кĕнеке янтăланă.

Вĕренекенсен йышĕ Тенири тулли мар вăтам шкулта иртнĕ вĕренÿ çулĕпе танлаштарсан, кăштах чакнă. Ултă теçетке ытла ачана вĕрентсе воспитани парассипе 14 педагог тăрăшать. Пурте тенĕ пекех пĕрремĕш категориллĕ вĕрентекенсем.

Шкулти тасалахăпа хăтлăхшăн техничкăсем çеç тăрăшмаççĕ, ачасем те ку енĕпе яваплăха туяççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 августа 2012
00:00
Поделиться
;