Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тулли пучах йăтăнать

Чăрăшкасси ялĕ çывăхĕнчи уйра урпа ăнса çитĕннĕ. Кунта Александр Корнилов комбайнер иртенпе тырă вырать. Çĕнĕ «Acros-580» комбайн урпана тÿрех вырса çапать. Çамрăк мана курнипе-ши, хăватлă техникăна тăруках чарчĕ. – Атя, кабинăна кĕрсе лар. Пĕрле вырăпăр, – терĕ вăл.

А.Корниловăн сĕнĕвне хирĕçлеме пултараймарăм, картлашка тăрăх хăпарса кабинăна кĕрсе вырнаçрăм. Вăт тĕлĕнтермĕш – питех те меллĕ иккен кунта. Пĕр шăв-шав та илтĕнмест. Тусанĕ те кĕлетке çумне сырăнмасть. Комбайнер руле çăмăллăн енчен-енне пăркалать.

– Çĕнĕ техникăпа ĕçлеме питех те çăмăл, – ăнлантарать Александр Корнилов. – Бункера тырă тулса çитнине сасă пĕлтерет. Кăлтăксене ятарлă прибор кăтартать. Йăлтах электроника.

Вăл Карачураран. «Агрофирма «Рабия» обществăна, çулĕ çывăхах мар пулин те, куллен ĕçе çÿрет. Кăканарти Владимир Феропонтовпа иккĕшне кăçал çĕнĕ «уй-хир карапĕ» шанса панă. Халĕ вырма пуçланнăранпах пĕрле.

– Икĕ енлĕ тунă килĕшÿ тăрăх, пире тырă та, укçа та парĕç. Мĕн чухлĕ ĕçлесе илесси йăлтах хамăртан килет, – калаçăва тăсрĕ çамрăк.

Çав вăхăтра КАмаЗ автомашина курăнса кайрĕ. Комбайн патне çитеспе чарăнчĕ. Кабинăран Владимир Константинов тухрĕ. Бункер тулса çитменнине кура автомашина умне пырса тăчĕ те уй-хире сăнама пуçларĕ. Вăхăт нумай та иртмерĕ, «Нива» автомашина уй-хире çитрĕ. Обществăри ĕçсене йĕркелесе пыракан Валерий Константинов автомашинăран ансан пирĕн паталла çывхарчĕ. А.Корнилов комбайна чарчĕ. Эпĕ кабинăран тухрăм та В.Константиновпа уй-хир ĕçĕсем пирки калаçу пуçартăм. Вăл ĕç калăпăшĕ пĕчĕк маррине, пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 954 гектар çинчен пухса кĕртмеллине пĕлтерчĕ.

– Вырма кал-кал пырать, çунтармалли-сĕрмелли материалсемсĕр ларас хăрушлăх çук, вĕсем çителĕклех. Ĕççине хутшăнакансене вĕри апатпа тивĕçтеретпĕр, – кăмăллăн калаçрĕ В. Константинов.

Йĕтемсем çĕнĕ тырра куллен йышăнаççĕ. Уйран пынă пурлăха çийĕнчех çÿп-çапран тасатса кĕлете кĕртеççĕ. Машинистсем агрегатсене кал-кал ĕçлеттереççĕ. Тухăçа начар темелле мар. Акă тулă кашни гектартан 25 центнер тухнă. Урпа вара вăтăр центнер патнелле кармашать. «Агрофирма «Рабия» обществăн виçĕ комбайн пулсан, пĕри Шĕмшешре ĕçлет. «Полесье» комбайнпа Андрей Григорьевпа Григорий Иванов тырă выраççĕ.

– Кĕрхи культурăсене акма виççĕр гектар ытла çĕр хатĕрлетпĕр, – пĕлтерчĕ В.Константинов.

Хĕрÿ тапхăрта трактор сасси уй-хиртен татăлмасть, обществăра сухалаççĕ, кĕрхисене акаççĕ. «Агрофирма «Рабия» обществăн ĕçченĕсем кăçал ĕççине ăнăçлă ирттерес, тухăçлă тыр-пул пуçтарса илес пирки пĕрре те иккĕленме кирлĕ мар.

 



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 августа 2012
00:00
Поделиться
;