Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вырăс тухтăрĕ чăваш ялне ĕçлеме килнĕ

Хуларан яла килсе пурăнакан çамрăксене паняхи кун сахал тĕл пулатăн. Çуралнă кĕтесре ĕçлеме кăмăл тăвакансем те çукпа пĕрех. Çавăнпах-тăр Раççей шайĕнче тĕрлĕ программăсем йĕркелеççĕ. Хĕрсемпе каччăсене ялалла «чĕнет», йыхравлать.«Земский доктор» программăпа çамрăксенчен иккĕшĕ Элĕкри тĕп больницăра ĕçлеççĕ пулсан, пĕри Юнтапари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче тăрăшать.

Максим Лисенков кашни кунах Шупашкар хулинчи офиса ĕçе васкать. Вăл кунта кăçал кăна ĕçлеме пуçланă. Вырăсла калаçаканскер кĕске вăхăтрах юнтапасемпе, çав шутра ватăсемпе те пĕр чĕлхе тупма ĕлкĕрнĕ. Унăн ашшĕпе амăшĕ вырăссем пулин те Максим Сергеевич чăвашла лайăх ăнланать. Терапевт пулнă май пурнăçламалли сахал мар унăн. Ĕç хучĕсене те тултармалла тата ытти те.

М.Лисенков 1982 çулта Шупашкар хулинче çуралнă. Унтах вун пĕр класс пĕтернĕ. Ачаранах амăшĕн ĕçне юратнă. Ирина Юрьевна тухтăр пулнăран ывăлĕ ăна ăмсаннă. Унăн та ÿссе çитсен малашнехи пурнăçне медицинăпа çыхăнтарас килнĕ. Çав тĕллеве пурнăçлама шутланă. Вун пĕр класс хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Аван ĕлкĕрсе пынă. 2005 çулта алла диплом илсен ĕç шырама пикенет. Шăпа Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм салине 2006 çулта илсе çитерет. Унччен паллах кашни медицина ĕçченĕ пекех интернатурăра пĕлĕве çирĕплетет. Ялта ĕçленĕ хыççăн 2008 çулта хулана ĕçлеме вырнаçать. Шупашкарти пĕрремĕш клиника больницинче пĕр вăхăт хăйне тĕрĕслет. Шăплăхпа лăпкăлăх кирлĕ пулнине туйса илнĕрен пĕр-пĕр районти ялта ĕçлемешкĕн шухăш çуралать.

– Чăннипе каласан, хула пурнăçĕ йăлăхтарчĕ. Çавăнпа та ăçта лăпкăрах, çавăнталла туртăнатăп. Хамăн çемьене те Юнтапана илсе килме хирĕç мар. Кунти пурнăçа эпĕ тиркеместĕп, – пĕлтерчĕ хăюллă та ырă кăмăллă çамрăк терапевт.

Юнтапаран хулана кайма çулĕ инçе пулин те Максим Лисенков кашни кунах киле çÿрет. Хăйĕн юратнă мăшăрĕпе ачи патне васкать. Унăн арăмĕ, Ольга, хулара çуралса ÿснĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче учителе вĕренсе тухнă. Ачасене биологи тата химипе вĕрентекен специалист дипломне алла илнĕ. Хальхи вăхăтра вăл килти ĕçсене пурнăçлассипе яваплă тата тăваттăри хĕр ачине пăхать.

Максим Сергеевич спортпа та туслă. Уйрăмах вăл теннис вăййине кăмăллать. Ун çине пушă вăхăтне уйăрма тăрăшать. Сывлăх ĕçченĕ сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнать.

– Чи кирли маншăн вăл – çемье, – пĕлтерчĕ вăтăрти тухтăр.

Калаçу тапхăрĕнче çамрăк яла миллионшăн килни пирки пĕр сăмах та пуçармарĕ. Медицинăна чунĕпе парăнни палăрмаллах сисĕнчĕ. Программа пирки аса илтерсен кăна укçа-тенкĕпе хваттер е пĕр-пĕр уйрăм çурт туянасси пирки шутланине пытармарĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 августа 2012
00:00
Поделиться
;