Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Вырмара - хăватлă техника

Вырмана лайăх хатĕрленнисем, паллах, çĕнтерÿçĕсем пулаççĕ. Уйра хăватлă техника ĕçлени тыр-пула хăвăрт, лайăх пахалăхпа пухса кĕртме май парать. Техника паркне çĕнетесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем.

«Новый путь» хуçалăх уйĕсенче хальхи вăхăтри икĕ «Полесье» комбайн ĕçлеççĕ. «Алмаз» обществăра – тĕш тырă пухса кĕртмелли «Acros-530». «Журавлев» хресчен-фермер хуçалăхĕнче та «Полесье» уй-хир карапĕпе усă кураççĕ. «Агрофирма «Рабия» тата «Агрофирма «Золотое Руно» обществăсенче те – хальхи хăватлă комбайнсем.

Вырма ĕçĕсем сарăлса пынă вăхăтра «Агрофирма «Рабия» çĕнĕ «Acros-530» комбайн туянчĕ. Унпа пысăк тухăç паракан анлă уйсенче ĕçлеме меллĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
22 августа 2012
00:00
Поделиться
;