Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Элĕксем - чи вăйлисем

Элĕксем - чи вăйлисем

Хула кунĕ умĕн «Спартак» стадионта Туслăх кубокне илессишĕн йăлана кĕнĕ ăмăртусем иртнĕ. Спорта юратакансем мини-футболла, волейболла вылянă, вĕрен туртнă.

Чăваш Енри 22 ентешлĕх спортсменĕсем Шупашкар хула пуçлăхĕн тĕп парнине - куçса çÿрекен Кубока - тивĕçессишĕн вăй виçнĕ. Хĕрÿ тупăшура Элĕк ентешлĕхĕ çĕнтернĕ. Канашпа Муркаш ентешлĕхĕсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Мала тухакансене спорт хатĕрĕсем туянма 50, 40 тата 30 пин тенкĕлĕх сертификатсем, медальсемпе дипломсем панă.



"Хыпар"
23 августа 2012
00:00
Поделиться
;