Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Çĕр хăйне юратсан çеç тухăçпа савăнтарать

Элĕк район администрацийĕн пуçлăхĕпе Александр Куликовпа вырма тапхăрĕнче тĕл пултăмăр. Кăçал ку тăрăхра 8265 гектар çинче тĕш тырă вырса тĕшĕлемелле, çĕр улмине 1043 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Паянхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 3920 гектар çинче вырнă. Хуçалăхсем уяр çанталăкăн кашни саманчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Кунсерен уй-хирте çирĕм ытла комбайн ĕçлет. Вырмари лару-тăрупа Александр Николаевич тĕплĕнрех паллаштарчĕ.

- Районта хĕрÿ ĕç шавĕ сарăлсах пырать. «Алмаз» ТЯО, «Новый путь», Ульянов ячĕллĕ хуçалăхсенче ĕçсем уйрăмах кал-кал пыраççĕ. Ку енĕпе «Рабия» агрофирма» ТЯО, «Правда» АУО та çаврăнăçуллă. Ытти районти пекех пирĕн те кĕрхи культурăсем 50 ытла процент пĕтнĕ, юлнă лаптăксем çинчи тухăç та савăнтармасть. Çапах çурхи культурăсен тухăçĕ самаях пуласса шанатпăр. Çакна уй-хирти тулли пучахсем те çирĕплетеççĕ. Умри тĕллев – кĕске вăхăтра тыр-пула çухатусăр пухса кĕртесси. Хальлĕхе районти вăтам тухăç - 17 центнер ытла. «Алмаз», «Рабия» хуçалăхсенче 25 центнера яхăн.

Çĕр улми пуссинче те ĕç вĕресе тăрать. Кăçал унăн лаптăкĕ 10432 гектар. 78 гектар кăларнă. Журавлев, Узянов, Волков фермерсен хуçалăхĕсенче ĕç хăвăртлăхĕ ÿссе пырать. Вăтам тухăç хальхи вăхăтра 170 цетнерпа танлашать. Иртнĕ çулхи кăткăс лару-тăрăва шута илсе фермерсем çĕр улмине хиртех сутаççĕ. Пахалăхлă продукцие вăхăтра вырнаçтарнине нимĕн те çитмест теççĕ. Ытти регионтан килнисем «иккĕмĕш çăкăра» хаваспах туянаççĕ.

Çĕр ĕçченĕ вырма тапхăрĕнче кĕр аки çинчен те манмасть. Вăхăтра тата пахалăхлă вăрлăх акни - пулас тыр-пулăн çирĕп никĕсĕ, çакна ял çынни асра тытать. Кăçал кĕрхи культурăсене 3555 гектар çинче акса хăварма йышăннă. Механизаторсем çĕр хатĕрлеççĕ. Вăрлăх ыйтăвне татса парассипе те тĕллевлĕ тăрăшаççĕ. Районта 115 тонна кондициллĕ вăрлăх пур, 150 тонна республикăри Апат-çимĕç фондĕнчен туянма калаçса татăлнă. Палăртма кăмăллă, юлашки çулсенче хуçалăхсем пысăк репродукциллĕ вăрлăхсене тĕп вырăна хураççĕ. Кăçал, сăмахран, элита вăрлăх 176 тонна туяннă. Тĕпрен илсен, районти аграри секторĕнче усă куракан вăрлăхăн 13 проценчĕ элита шутланать. Çакă та паха - юлашки вăхăтра ял хуçалăх предприятийĕсем çĕнĕ культурăсемпе ĕçлеме тытăнчĕç. Акă «Рабия» агрофирма» ТЯО горчица тата кĕрхи вика акать.

Пахча çимĕç лартса ÿстерессипе ырă тĕслĕх кăтартакан фермер хуçалăхĕсем те районта кăтартуллă ĕçлеççĕ. Сергей Волков хуçалăхĕнче купăста 20 гектар йышăнать, хĕрлĕ кăшман та пур. Узянов хуçалăхĕнче тата «Сельхозпредприятие» ТЯОра 10 гектар çинче ÿстереççĕ.

Самана таппи çĕнĕлле ĕçлеме ял хуçалăхĕнче хăватлă, энергие перекетлекен техника кирлине çирĕплетрĕ. Хуçалăхсем машинăпа трактор паркĕсене те çĕнетеççĕ. Кăçал кăна 24 миллион тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă. «Рабия» агрофирма , «Новый путь» тата «Золотое Руно» агрофирма ку енĕпе пуçарулăх кăтартаççĕ. Патшалăх ял хуçалăхне паракан йÿнĕ топливăна та пурте туянма тăрăшаççĕ. Çуллахи тапхăр валли уйăрнă 510 тоннăран 240-шне илсе килнĕ. Çур акинче 240 тонна усă курнă.

Элĕк районĕнче усă курман çĕрсем те пур-ха. Вĕсемпе тĕллевлĕ ĕçлеме палăртрăмăр. Кăçалхи 7 уйăхра 1000 гектара пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Ку ĕç малалла пырать. Патшалăхăн «Россельхозцентрĕн» Чăваш Енри филиалĕн ертÿçи Николай Якимов пуçарулăхĕпе 120 гектар сухаласа акнă. Вăл пушă выртакан çĕрсен 1300 гектарне ĕçе кĕртме палăртнă. «Рабия» агрофирма» ТЯО - 400, Журавлев фермер 100 гектар сухаларĕç.

- Калаçушăн тавтапуç, Александр Николаевич. Районти çĕр ĕçченĕсене вырмана кĕске вăхăтра тата çухатусăр ирттерме ăнăçу сунатпăр.



"Хыпар"
25 августа 2012
00:00
Поделиться
;