Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Инвалидсем пур çĕре те кĕрсе çÿреччĕр

Мĕнех тăвăн, сывă çынпа танлаштараймăн уксах-чăлах çынна, куç курманнисене, хăлха илтменнисене, ытти майпа сусăрланнисене. Çапах «Эпĕ пултараймастăп», – темеççĕ чылайăшĕ, май килнĕ таран тĕрлĕ ĕçсене хутшăнаççĕ: атă-пушмак юсаççĕ, кĕпе-тумтир çĕлеççĕ, тĕрĕ тĕрлеççĕ, юрласа та ташласа ыттисене савăнтараççĕ. Апла пулин те инвалидсене унта-кунта куçса çÿреме, магазинсене, шкулсене, учрежденисене кĕрсе тухма пĕртте çăмăл мар. Вĕсене яланах пулăшу кирлĕ: социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене, суту-илÿ точкисене кĕрсе тухма пандуссем вырнаçтармалла, ытти ансат та меллĕ хатĕрсем янтăламалла.

– Инвалидсене магазинсене, социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене кĕрсе çÿрессине çăмăллатас тĕлĕшпе сахал мар ĕç тăватпăр, – терĕ Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин районти организацийĕн ертÿçи Геннадий Деомидов. – Ку ыйтупа 2010 çултанпа ĕçлетпĕр. Район администрацийĕпе, прокуратурăпа, социаллă хÿтлĕх пайĕпе тачă çыхăну тытатпăр. Кашни уйăхрах пĕрлехи ларусем ирттеретпĕр.

– Кăçал тĕрĕсленĕ 100 объектран 95-шĕ инвалидсене кĕрсе çÿреме юрăхлă, – терĕ малалла Геннадий Васильевич. – Анчахрах прокуратурăпа пĕрле район тăрăх çÿрерĕмĕр. Пурĕ 22 объекта çитрĕмĕр: магазинсене, 3 шкула, врач офисĕсене. Пĕтĕмĕшле илсен, уксах-чăлахсене ку объектсене кĕрсе çÿремелли майсем йĕркеллĕ. Çапах çитменлĕхсемпе кăлтăксем те палăрчĕç. Вĕсене вырăнта пĕр тăхтаса тăмасăр пĕтермеллине, ку тĕлĕшпе ял тăрăхĕсен администрацийĕсен яваплă пулмаллине палăртрăмăр.

Инвалидсен организацине кулленхи ĕçре район прокуратури пулăшса пынине пĕлтерчĕ Геннадий Деомидов. Акă малтанхи вăхăтра организаци вăл е ку ыйтупа актсемпе çырусем çырнă та пĕр организацирен тепĕр организацине çитнĕ. Ыйтăва татса парасси вăраха тăсăлса кайнă, е тата актсемпе çырусем вуçех çухалнă. Халĕ апла мар, тĕп мероприятисене прокуратурăпа пĕрле ирттереççĕ. Анчахрах «çавра сĕтел» йĕркеленĕ. Район прокурорĕн çумĕ Александр Архипов пухăннисене хальхи саккунсене тĕплĕн ăнлантарса панă, ыйтусене хуравланă.

Кăçалхи пуш уйăхĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн йышăнăвĕпе инвалидсене социаллă инфраструктура объекчĕсене кĕрсе çÿремеллине йĕркелессипе комисси туса хунă. Вăл 6 çынран тăрать. Эдуард Владимирович инвалидсене социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене кĕрсе çÿрессине районта мĕнле йĕркелени çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен комиссире отчет туса панă. Унта элĕксем ку ыйтупа ăнăçлă ĕçленине, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнине палăртнă.

Районта инвалид-ачасен дистанци вĕрентĕвне йĕркелессипе те ăнăçлă ĕçлеççĕ.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 августа 2012
00:00
Поделиться
;