Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Тени тăрăхĕ спортсменсемпе пуян

Пĕрле вĕреннĕ тантăшсем тăван пичче-аппа пекех çывăх. Сăмахăм манăн Альбина Иванова тантăшăм пирки пулĕ. Халĕ тĕнче класлă спорт мастерĕ шутланакан хĕрпе эпир пĕр вăхăтра пĕлÿ илнĕ. Иксĕмĕр те Тени шкулĕнче вĕреннĕ. Альбина манран пĕр çул маларах пĕлÿ илетчĕ. Пĕчĕк кĕлеткеллĕскер пур ĕçе те ĕлкĕретчĕ. Унăн амăшĕ Валентина Александровна вăл вăхăтра хуçалăх ферминче тăрăшатчĕ. Çемьере тăваттăмĕш ача пулнă Альбина шкулти уроксем хыççăн амăшне фермăра пулăшма та вăхăт тупатчĕ. Çавăн пекех темиçе çухрăм чупса çаврăнма та вăй-халĕ çитетчĕ. Çирĕплĕхе ачаран туптанăран Олимп таранах çĕкленме пултарчĕ Эренар хĕрĕ.

Хулара пĕлÿ илнĕ вăхăтра килте час-часах пулатчĕ пулин те, тренировкăсем çинчен пачах та манман вăл. Халĕ Альбина тăван килне сайра-хутра çеç килкелесе каять. Апла пулин те тăван кĕтесрен писнĕ теме çук. Тантăшăмра мăн кăмăллăх çукки тĕлĕнтерет. Мăнаçланмасть вăл хăйĕн çитĕнĕвĕсемпе. Ял çыннисемпе, пĕлĕшĕсемпе унчченхиллех кăмăллăн, сăпайлăн калаçать. Пуринпе те сăмах ваклама тăрăшать.

Альбина Майорова хутшăнакан ăмăртусене кашнинчех пăхма тăрăшатăп. Унăн çитĕнĕвĕсем пире те хавхалантараççĕ. Çурла уйăхĕн вун пĕрмĕшĕнче иртнĕ физкультурниксен кунне А.Майоровăна халалларăмăр. Тенире спорт ăмăртăвне йĕркелерĕмĕр. Старта тăватă çулхи шăпăрлансенчен пуçласа 70 çулхисем таранах тухрĕç. Шкулта ăс пухакан çамрăксем А.Майорован пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăкланчĕç.

– Çывăх çынсем маншăн пăшăрханнине яланах туятăп. Çитĕнÿ тума вара малалла ăнтăлни пулăшать, – палăртрĕ тантăшăм.

Хамăр ятран А.Майорована асăнмалăх пĕчĕк парне патăмăр.

Çакна та палăртмалла, Альбинăпа пĕр класра пĕлÿ илнĕ Эренар каччи Михаил Андреев та хăйĕн пурнăçне спортпа çыхăнтарнă. Вăл Олимп резервĕсен шкулĕнче директорăн вĕренÿ пайĕн çумĕнче тăрăшать.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 августа 2012
00:00
Поделиться
;