Аликовский муниципальный округ Чувашской Республики

Уçă сывлăшпа сывлатпăр, кĕнеке те вулатпăр

Библиотека ĕçченĕсем çуллахи вăхăтра та вулакансенчен уйрăлмарĕç. Вулакансем патне çывăхарах пулас тесе хайсен ĕçĕнче çĕнĕ мелсем шыраççĕ. Вĕсенчен пĕри вăл – çуллахи вулав залĕсем йеркелени. Элĕкри тĕп библиотека ĕçченĕсем кулленех культурăпа кану паркĕнче, А.Г.Николаев ячĕпе хисепленекен скверта тата Культура керменĕн лапамĕнче кĕнекесемпе тухаççĕ. Вулакансем патне тĕрлĕ темăллă литература çитерме тарăшатпăр. Тĕнчере пулса иртекен интереслĕ пулăмсем çинчен пĕлĕç, тутлă апат-симĕç пĕçерме кăмăл тăвакансемпе кил-çурта илем кÿрекенсене те пулăшатпăр, пахча-çимĕç ÿстерекенсене валли литература пуххисем хатĕрлетпĕр. Кăмăл тавакансем кĕнекесемпе пĕрлех çĕнĕ хаçат-журналсемпе те паллашма пултараççĕ. Çу каçипе çуллахи библиолапамра тĕрлĕ темăпа кĕнеке куравĕсем те чылай хатĕрлерĕмĕр. 2012-мĕш çула Раççей историне халалланине шута илсе «Память священна», «Чăваш ен ырлăхĕшĕн», çамрăксене валли «Как не стать жертвой наркомании», «Санăн пурнăçу – хăвăн аллунта», «Çирĕп сывлăх ялан модăра», кĕçĕн çулти ачасем валли «Кĕнекене ачаран юратар», «Читать – это модно! Читать – это круто!» тата ытти кĕнеке куравĕсем ĕçлерĕç. Çав вăхăтрах тĕрлĕ акцисемпе мероприятисем ирттеретпĕр. А.Г.Николаевпа П.Р. Попович космонавтсем тĕнче уçлăхне вĕçсе кайнăранпа 50 çул çитнине халалласа ирттернĕ информаци сехетне çамрăксем хаваспах хутшăнчĕç. А. Дубинина, Я.Семкина, Н.Маслова асăнмалăх парнесем те илме тивĕç пулчĕç. Уçă сывлăшри вулав залне çÿрекенсен шучĕ çу каçипе палăрмаллах ÿсрĕ. «Уçă сывлăшпа та сывлатпăр, кĕнеке те вулатпăр» - палăртрĕç иртен-çÿрен вулакансем. Хăш чухне пĕр-пĕр кĕнеке илсе тухма та ыйтаççĕ вĕсем. Хастартараххисене вара уйрăммăн палăртас килет. М. Иванова, Е.Соколова, Р.Михайлова хайсен ачисемпе тата мăнукĕсемпе кулленех çуллахи вулав залĕн ĕçне хутшăнчĕç. Ю.Л.Спиридонова, А.П.Ларионова ĕç ветеранĕсем те хастар пулчĕç. Арçынсенчен Чечен вăрçине хутшăннă С.Ермаковпа вăрçă ветеранне П.И. Губанова палăртас килет. Культурăпа кану паркне кĕнекесен куравне илсе тухса паллаштарнăшăн библиотекарьсене чĕререн тав турĕç вĕсем. Чечексем ÿстерме юратакан Н.К.Казакова вара «Моя прекрасная дача», «Все о цветах», «Мои любимые цветы» журналсен чи хастар вулаканĕ пулса тачĕ. Çапла майпа библиотека ĕçченĕсем Элĕкре пурăнакансен кану вăхăтне усăллă йĕркелеме пулăшаççĕ. Эпир уçă сывлăшри вулав залне хутшăнакансен йышĕ татах ÿсессе шанатпар. Вăл сентябрь уйăхĕчченех эрнере икĕ кун, ытларикунпа кĕçнерникун, 13 сехетрен пуçласа 15 сехетчен ĕçлет. Сире пурне те кĕнекесемпе паллашма чĕнетпĕр.



"Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета
25 августа 2012
00:00
Поделиться
;